Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет со 100-летием образования Чувашской автономии

Хаклӑ ентешсем! 

Сире Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп.

Ҫак уяв тӑван ене юратакан, унӑн хӑйне евӗрлӗ кун-ҫулӗпе, ӑс-хакӑлӗпе культурин паха еткерлӗхӗпе мӑнаҫланакан мӗнпур ҫын­на пӗрлештерет.

Чӑваш халӑх историйӗ кӑсӑк та пуян, вӑл нумай-нумай ӗмӗре тӑсӑлать. Ҫапах та чӑваш патшалӑхӗн кун-ҫулне уйрӑммӑн илсен, унӑн юлашки 100 ҫулхи тапхӑрӗнче пирӗн аслӑ ҫӗршывӑмӑрта мӗн пулса иртни туллин те уҫӑмлӑн сӑнарланнӑ.

Малалла ҫирӗппӗн аталанма пулӑшакан вӑй пирӗншӗн хуть хӑҫан та халӑхӑмӑрӑн ӗҫченлӗхӗ пулса тӑрать. Вӑрҫӑчченхи ҫулсенче Чӑваш Ен хут пӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе малта пыракан автономисенчен пӗри шутланнӑ. Республика ҫав тапхӑрта хытӑ сийлӗ ҫул­сем тӑвас енӗпе малта пынӑ, ҫавӑншӑн ӑна Ленин орденӗпе чысланӑ.

Чӑваш Ен ывӑлӗсемпе хӗрӗсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче Тӑван ҫӗршыва аркануран чӗртсе тӑратнӑ, тӗнче уҫлӑхне ҫул хывнӑ.

Халӗ Чӑваш Республики умӗнче ҫӗнӗ майсем уҫӑлаҫҫӗ. Вӗсе­не пурнӑҫа кӗртме географи тӗлӗшӗнчен лайӑх вырӑнта вырнаҫни, пирӗн питӗ ырӑ та уҫӑ чунлӑ халӑхӑмӑр, культурӑпа ӗҫ тата ӑслӑлӑх йӑли-йӗркисем пулӑшаҫҫӗ.

Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине эпир ҫӑмӑлах мар лару-тӑрура, анчах та тивӗҫлӗ кӑтартусемпе кӗтсе илетпӗр. Малта – ҫӗнӗ инҫетсем, ҫӗнӗ тӗллевсемпе ҫитӗнӳсем. Кулленхи ӗҫӗмӗре тата кашнин професси ӑсталӑхне пула пирӗн тӑван ҫӗрӗн вӑй-халӗпе пуянлӑхӗ ӳсет. Сире ырӑ пуҫарусенче ҫитӗнӳсем тума, ҫирӗп сыв­лӑх, ырлӑх тата хастарлӑх сунатӑп. Чӑваш халӑхӗн ҫитӗнӗвӗсемпе тивӗҫлипе мухтанар тата вӗсене ӳстерсе пырар! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                Олег Николаев

 

 

Дорогие земляки!

Сердечно поздравляю Вас со 100-летием образования Чувашской автономии.

Этот праздник объединяет всех, кто любит наш край, гордится его уникальной историей, богатым духовным и культурным наследием.

История чувашского народа – многовековая. Но если взять отдельно историю чувашской государственности, последние 100 лет отражают все, что происходило в нашей огромной стране.

Залогом уверенного движения вперед всегда было трудолюбие нашего народа. В довоенные годы Чувашия стала одной из автономий – лидеров по решению проблемы безграмотности населения. Республика была передовиком по строительству дорог с твердым покрытием, за что награждена  орденом Ленина.

Сыновья и дочери Чувашии внесли свой вклад в Победу, восстанавливали Родину после войны, покоряли космос.

Сейчас перед Чувашской Республикой открываются новые возможности. Этому способствуют уникальное географическое положение, наш очень добрый и отзывчивый народ, трудовые, культурные и научные традиции.

Столетие Чувашской автономии мы встречаем в непростых условиях, но с достойными результатами. Впереди – новые горизонты, новые задачи и свершения. Благодаря ежедневному труду и профессиональным достижениям каждого из нас растут сила и благосостояние нашей малой родины. Желаю всем успехов в добрых начинаниях, крепкого здоровья, благополучия и оптимизма. Гордитесь достижениями чувашского народа и приумножайте их!

 

Временно исполняющий обязанности

Главы Чувашской Республики                                                          Олег Николаев